Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.9 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хромченко Ирина Викторона

Хромченко Ирина Викторовна — Раҫҫейри хореограф тата пултарулӑх ушкӑнӗсен ертӳҫи, Улатӑр хулин (Чӑваш Республики) культура ӗҫченӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2026). Улатӑр хулин культура керменӗнчи халӑх ташӑ ансамблӗн ертӳҫи.

Пурнӑҫӗ

Хромченко Ирина Викторовна 1976 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ. КАчча кайиччен Смолькина хушаматпа ҫӳренӗ. Вӑл Чӑваш Республикинчи Улатӑр хулинче пурӑнса ӗҫлет. Унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ Улатӑр хулин культура керменӗпе ҫыхӑннӑ, кунта вӑл хореографи ушкӑнӗсене ертсе пырать.

Вӑл ертсе пыракан халӑх ташӑ ансамбльне 1974 ҫулта Ардатоври культура училищин хореографи уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ Максимова Мария Степановна йӗркеленӗ. 1999 ҫулта ансамбле «Халӑх коллективӗ» ят панӑ. Хромченко Ирина ушкӑна йӗркелекенӗн ӗҫне малалла тӑсса унӑн ертӳҫи пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл хулари Культура керменӗ ҫумӗнчи ачасен «Улыбка» ташӑ ансамбльне ертсе пырать.

Унсӑр пуҫне Хромченко Ирина Кандрашин Валерийпе пӗрле Улатӑр хула Культура керменӗнчи бал ташшин «Диалог» халӑх ансамбльне ертсе пырать. Ансамбле 1974 ҫулта йӗркеленӗ.

Пултарулӑх ӗҫӗ

Хромченко Ирина ертсе пынипе Улатӑр Культура керменӗн коллективӗсем хула, республика шайӗнчи, пӗтӗм Раҫҫейри конкурссемпе фестивальсене хастар хутшӑнаҫҫӗ.

2019 ҫулта вӑл ертсе пыракан халӑх ташӑ ансамблӗ вырӑс халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри «Звучи, российская глубинка!» XXI фестивале хутшӑннӑ (вӑл Улатӑрта Хула кунӗн шайӗнче иртнӗ).

2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче коллектив Йошкар-Ола хулинче иртнӗ вырӑс культурин тӗнче шайӗнчи «Корнями в России» фестиваль-конкурсӗнче Улатӑр хулин ятне хӳтӗленӗ.

2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Хромченко Иринӑпа Кандрашин Валерий ертсе пыракан бал ташшин «Диалог» халӑх ансамблӗ Санкт-Петербургри темиҫе жанрлӑ «Мой дом – моя сцена» IX конкурсра III степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе ертӳҫӗсене ачасен пултарулӑхне аталантарас тата культура еткерне упраса хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав ҫырӑвӗсемпе хавхалантарнӑ.

2024 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Хромченко Ирина ертсе пыракан халӑх ташӑ ансамблӗпе ачасен «Улыбка» ансамблӗ Чӗмпӗрти регионсем хушшинчи «Симбирские выкрутасы» III фестиваль-конкурсне хутшӑннӑ, унта икӗ ушкӑнӗ те III степеньри лауреат пулнӑ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2026 ҫул, Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗн Николаев Олегӑн Хушӑвӗпе).
  • Ачасен пултарулӑхне аталантарас тата культура еткерне упраса хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн панӑ тав ҫырӑвӗсем.

Ӗҫне хаклани

Улатӑр хула администраци пуҫлӑхӗ Боголюбов Юрий 2019 ҫулта халӑх ташӑ ансамблӗн юбилейӗнче И. В. Хромченкона ҫамрӑксене халӑх ӳнерӗпе паллаштарса ҫывӑхлатнӑшӑн тата патриотла туйӑмсем ҫуратнӑшӑн тав тунӑ. Улатӑр муниципаллӑ округӗн администрацийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, Ирина Викторовна пӗр ӑру кӑна мар ташӑҫӑсене ҫитӗнтерсе Улатӑрӑн ҫеҫ мар, пӗтӗм республикӑн культура историйӗнче ҫутӑ йӗр хӑварнӑ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-07-30 20:35:11 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем